315 | Кӑвак хуппи уҫӑласса кӗт теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
316 | Кӑвак хуппине кӗтсе шӑнса вилнӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
317 | Кӑвак хуппине шаннӑ — выҫса вилнӗ тет. | Ҫӗр — Тӳпе |
322 | Пелӗте шанма ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
325 | Пӗлетрен сарлака тӗнче витти. | Ҫӗр — Тӳпе |
319 | Пӗлӗт — ҫичӗ хутлӑ, этем — ҫичӗ мутлӑ. | Ҫӗр — Тӳпе |
321 | Пӗлӗт — ҫӳлте, патши — инҫе. | Ҫӗр — Тӳпе |
318 | Пӗлӗт ҫине улӑхма чикмек ҫук, тинӗс урлӑ каҫма кӗпер ҫук, вилӗме ҫӗнтерме хӑват ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
320 | Пӗлӗт ҫук — ҫумӑр ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
323 | Пӗлӗтпе ҫӗр куҫӗнчен пӑхмасӑр пурӑнма ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
324 | Пӗлӗтре шыв пӑнтӑхмасть. | Ҫӗр — Тӳпе |
326 | Пӗлӗтрине ан шан, хӑвӑн вӑйна шан. | Ҫӗр — Тӳпе |
327 | Пӗлӗтсӗр ҫумӑр ӳкмест, хуйхӑсӑр куҫҫуль ӳкмест. | Ҫӗр — Тӳпе |
328 | Ҫӗр — анне, тӳпе — атте. | Ҫӗр — Тӳпе |
329 | Ҫӗр анне кӑмӑлӗ шутсӑр ырӑ: никамшӑн та пурлӑхне хӗрхенмест. | Ҫӗр — Тӳпе |
330 | Ҫӗр анне паракан тивлетӗн чикки ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
331 | Ҫӗр анне парсан пӳлме те тулать, ҫӗр анне памасан ывӑҫ та тулмасть. | Ҫӗр — Тӳпе |
332 | Ҫӗр анне пурне те тӑрантарать. | Ҫӗр — Тӳпе |
333 | Ҫӗр аннен те ҫӗр тӗрлӗ хуйхӑ. | Ҫӗр — Тӳпе |
334 | Ҫӗр аннене пуҫҫапмасӑр ҫӗр ҫырли те татма ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
335 | Ҫӗр аннене хисеплес пулать. | Ҫӗр — Тӳпе |
336 | Ҫӗр аннене юратсан выҫӑ вилмӗн. | Ҫӗр — Тӳпе |
337 | Ҫӗр аннерен аслӑ пулаймӑн. | Ҫӗр — Тӳпе |
338 | Ҫӗр аннерен кулма юрамасть. | Ҫӗр — Тӳпе |
339 | Ҫӗр аннерен пуян ним те ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
340 | Ҫӗр аслӑ та, вырӑн хӗсӗк. | Ҫӗр — Тӳпе |
341 | Ҫӗр аслӑ та, пурнӑҫ хӗсӗк. | Ҫӗр — Тӳпе |
342 | Ҫӗр вӑл ӗҫчен ҫынна юратать. | Ҫӗр — Тӳпе |
343 | Ҫӗр ӗҫтерет те, ҫитерет те, тумлантарать те. | Ҫӗр — Тӳпе |
347 | Ҫӗр кайӑкне — ҫӗр, шыв кайӑкне — шыв, этемшӗн — пӗтӗм ҫӗршыв. | Ҫӗр — Тӳпе |
344 | Ҫӗр кӑвапи инҫетре, тӳпе тӑрри аякра. | Ҫӗр — Тӳпе |
345 | Ҫӗр кӑкри перекетлӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
346 | Ҫӗр кӑшласа вилӗмрен юлнӑ. | Ҫӗр — Тӳпе |
348 | Ҫӗр пысӑк та, ирӗклӗх пӗчӗк. | Ҫӗр — Тӳпе |
349 | Ҫӗр сурана туртать теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
350 | Ҫӗр ҫаврӑннӑ май кӑмӑл та ҫаврӑнать. | Ҫӗр — Тӳпе |
351 | Ҫӗр ҫурӑлать, йӗк тухать. | Ҫӗр — Тӳпе |
352 | Ҫӗр ҫырли ҫӗр ҫынна та юрӑхлӑ, пин ҫынна та юрӑхлӑ. | Ҫӗр — Тӳпе |
353 | Ҫӗр хурчӗ ҫинипе ҫӗр пӗтмест. | Ҫӗр — Тӳпе |
354 | Ҫӗре хӗсӗр хӑварма юрамасть теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
355 | Ҫӗрӗн ҫӗр те икӗ хӑлха тет. | Ҫӗр — Тӳпе |
356 | Ҫӗрӗн ҫӗр те ҫирӗм икӗ куҫ тет. | Ҫӗр — Тӳпе |
357 | Ҫӗрте, шывра, шыв хӗрринче ан сур. | Ҫӗр — Тӳпе |
358 | Ҫӗртен пулни ҫӗрех кӗрет теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
359 | Ҫӗртен хӑпма пит йывӑр. | Ҫӗр — Тӳпе |
360 | Ҫӗрти чул ҫӗре ҫӗтет. | Ҫӗр — Тӳпе |
361 | Ҫӗршӗн вӑрҫма юрамасть теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
363 | Хӑйӑр ҫинче шыв тӑрас ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
364 | Хӑйӑр шывран тӑранмасть. | Ҫӗр — Тӳпе |
365 | Хӑйӑрлӑ ҫӗр шыв сӑхать теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |